Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче паян Пӗтӗм чӑваш диктантӗнче «пиллӗк» паллӑ илнисене чысларӗҫ. Сертификатсемпе тата дипломсемпе пухӑннисене институт ӗҫченӗ Александр Кузнецов тата акцин сӑн-сӑпачӗ Ольга Элиме тивӗҫтерчӗҫ.
Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ кашни ҫул Чӑваш чӗлхин кунӗнче иртет. Кӑҫал унта 6374 хутшӑннӑ, вӗсенчен «пиллӗк» паллӑлӑх 1708 ҫын ҫырнӑ. Диктантра Александр Артемьевӑн «Ҫӑкӑр хакӗ» хавлавӗнчи текстпа усӑ курнӑччӗ.
Мероприятие пынисене пурне те сертификатпа тата кӗнекепе чысларӗҫ. Юрий Виноградовпа Егорова Анна Семёновна диктант ҫырма хутшӑннӑ пур ҫынна та тав турӗҫ. Акцие ытларах ахаль явӑҫтарма сӗнчӗҫ, ку акци шайне хӑпартма пултарнине каларӗҫ.
Чӑваш наци телекуравӗ тата «Хавал» общество организацийӗ ача-пӑча валли ҫӗнӗ проект хута янӑ. «Чӑвашла вӗренетпӗр — Учим чувашский» ят панӑскере «Язык для успеха» (чӑв. Ӑнӑҫу чӗлхи) лингвистика шкулӗн чӑваш чӗлхи тата акӑлчан чӗлхи преподавателӗ Марина Андреева хутшӑннӑ. Унпа пӗрле — Шупашкарти вӑтам шкулта пуҫламӑш классенче пӗлӳ пухакан шӑпӑрлансем.
Чӑваш чӗлхин телеурокӗ ачасемшӗн ансат тесе ӗнентереҫҫӗ. Чӑваш чӗлхине вӗренме пӗчӗккисем кӑна мар, аслисем те пултараҫҫӗ.
Ҫӗнӗ телепроектӑн пӗрремӗш кӑларӑмӗ пуҫласа эфира ака уйӑхӗн 29-мӗшӗнче тухнӑ. Ӑна «Контактра» халӑх тетелӗнчи «Хавал» страницӑра пӑхма май пур. Ыран кӑларӑмӑн черетлӗ урокне ӳкерме палӑртнӑ. Унта епле сывлӑх сунмаллине тата епле сывпуллашмаллине вӗрентӗҫ.
Патӑрьел районӗнчи Пӑлапуҫ Пашьелӗнчи вӑтам шкулта «Илемпипе Сентти» пултарулӑх конкурсӗ иртнӗ. Ӑна Светлана Никитина тата Ирина Матюшкина вӗрентекенсем йӗркеленӗ.
Чи малтан Илемписемпе Сенттисем хӑйсемпе паллаштарнӑ. Апат-ҫимӗс янтӑлама та ӑста иккен ачасем, юрра-ташша та юратаҫҫӗ, ашшӗ-амӑшне те пулӑшаҫҫӗ, спортпа та туслӑ…
Иккӗмӗш конкурс вара «Сала кайӑк ташши мар, чӑваш ачин ташши…» ятпа иртнӗ. Такмак каласа чӑвашла кӗвӗ ҫеммипе ҫав тери хитре ташланӑ.
«Ӑс-хакӑла ачаран туптаҫҫӗ» конкурсра чӑваш чӗлхипе тата литературипе, тӑван ен культурипе ҫыхӑннӑ ыйтусем ҫине хуравланӑ. «Юлашки вӑхӑтра ачасен урамри вӑййисем курӑнми пулчӗҫ, — теҫҫӗ конкурса йӗркелекенсем. — Ачи те сахал, вӑййисем те урӑхла вӗсен». Ҫавна шута илсе «Атьӑр вӑйӑ выляр-и?» конкурс та йӗркеленӗ. «Тапса тӑрать талант ҫӑлкуҫӗ» конкурс та ачасен пултарулӑхне уҫса панӑ.
«Илемпипе Сентти – 2016» чыслӑ ята 7 класри Лида Храмовӑпа Илья Киданов ҫӗнсе илнӗ.
Ака уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, Шупашкарти 1-мӗш гимназире «Маттур ача, яш ача» конкурс иртрӗ. Конкурса хулари шкулсенче 3–5 классенче вӗренекен чӑваш чӗлхине юратакан, ӑна пӗлекен чи пултаруллӑ, чи ӑста, чи маттур каччӑсем хутшӑнма кӑмӑл турӗҫ.
Уява Чӑваш Республикинче иртекен Ӗҫ ҫынни ҫулталӑкне халалланӑ. Ачасем тӗрлӗ ӗҫсене пурнӑҫларӗҫ. Куракансене тата пӗр-пӗрне хӑйсемпе чӑвашла паллаштарчӗҫ. «Чи тавҫӑрулли» пайра Чӑваш Республикипе, унта ҫуралса ӳснӗ, пурӑннӑ ҫынсемпе ҫыхӑннӑ ыйтусене хуравларӗҫ. «Чи ӑста ача» пайра чи малтан хӑйсем ӳссен кам пуласси ҫинчен каласа пачӗҫ, унтан Ҫӗнтерӳ кунӗ валли саламлӑ открытка хатӗрлес ӑсталӑхне кӑтартрӗҫ. «Чи ҫивӗч ача» пайра ачасен ҫивӗчлӗхне «Африкӑран килсе ҫитнӗ жираф» тӗрӗслерӗ. Ачасен ҫав жирафа ункӑсем персе тытмалла пулчӗ. Ҫак конкурсрах ачасем хӑйсен ташлас ӑсталӑхне кӑтартрӗҫ. Кашни ача хӑйӗн вӗрентекенне чӗнсе кӑларса чӑваш ташши ташларӗ. «Чи ӗҫчен ача» пайра каччӑсем пӑта ҫапса тупӑшрӗҫ. Конкурсӑн «Чи пултаруллӑ ача» пайӗ вара ҫамрӑк йӗкӗтсен пултарулӑхне курса савӑнма май пачӗ.
Кашни ача конкурса тӑрӑшса хатӗрленни никама та иккӗлентермерӗ.
Юсанмалли пӗрремӗш колонире те Чӑваш чӗлхи кунне халалланӑ мероприятисем ирттернӗ. Унти вӗренӳпе консультаци пунктӗнче чӑваш чӗлхин кунӗсем ячӗпе йӗркеленӗ вунӑкунлӑха хутшӑнса вулав конференцийӗ пухнӑ. Мероприятие тӑван халӑхӑмӑра ҫутта кӑларнӑ Иван Яковлева халалланӑ. Конференцие маларах асӑннӑ вӗренӳпе консультаци пункчӗн ертӳҫи Вячеслав Васильев, Сергей Дмитриев, Юрий Николаев преподавательсем тата колони пуҫлӑхӗн ҫумӗ Николай Махотин йӗркеленӗ.
Мероприятие тематика ярӑмӗсем ҫине пайланӑ. Колонире айӑплава ирттерекенсене Иван Яковлев пултарулӑхӗпе паллаштарнӑ. Конференцие 16 ҫын хутшӑннӑ. Вӗсем тӑван чӗлхепе кӑсӑклансах паллашнине, ӑна вӗренес кӑмӑллине палӑртнине ӗнентереҫҫӗ мероприяти пирки хыпарланӑ май Федерацин айӑплава пурнӑҫа кӗртессипе ӗҫлекен Чӑваш Енри управленийӗн пресс-службинче.
Муркаш районӗнчи Ярапайкассинчи вӑтам шкулта Чӑваш чӗлхи эрнинче тӗрлӗ мероприяти иртнӗ тесе ӗнентереҫҫӗ асӑннӑ район администрацийӗн сайтӗнче.
Ӗҫ ҫынни ҫулталӑкне халалласа «Юратнӑ ӗҫӗм» тӗлпулу иртнӗ. Итакачкасси ялӗнчи Л.И. Смирнова тата С.А. Скворцова хӑйсен чун киленӗҫӗ пирки 5-8 класра вӗренекенсене каласа панӑ. Пултаруллӑ хӗрарӑмсем хӗресле те, бисерпа та тӗрлеҫҫӗ, крючокпа сӗтелҫи, тутӑр ҫыхаҫҫӗ, бисерпа пӑралукран илемлӗ чечек пуххисем ӑсталаҫҫӗ. Уявра ачасем ал ӗҫӗсен куравне хаваспах пахаланӑ, вӗсен маттурлӑхӗнчен тӗлӗннӗ, хӑнасене кӑсӑклӑ ыйтусем панӑ.
«Чӑваш кино историйӗ» калаҫӑва Раҫҫей кино ҫулталӑкне халалланӑ. Шкул ачисем чӑваш кино историне туллин тишкернӗ. Презентаци пӑхнӑҫемӗн чӑваш киноне пуҫарса яракан ҫын — И.Я. Яковлевпа пӗр ялта ҫуралнӑ, Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗнче вӗреннӗ И.С. Максимов-Кошкинский, пӗрремӗш чӑваш актриси Тани Юн пулнине, пӗрремӗш чӑваш фильмӗсен ячӗсене пӗлнӗ, кино кадрӗсемпе паллашнӑ. «Тӑван чӗлхе, эс — вӗҫӗмсӗр тӗнче!» тата «Асамлӑх тӗнчинче» ӑмӑртусенче чӑваш халӑх историйӗпе, културипе, сӑмахлӑхӗпе ҫыхӑннӑ ыйтусене 5 класс ачисем хуравланӑ.
«Манӑн чӗлхе — манӑн тӗнче, манӑн чун». Ҫак ятпа Шупашкар районӗн пӗрлештернӗ вулавӑш тытӑмӗнче чӑваш чӗлхи историйӗ ҫинчен каласа кӑтартакан урок ирттернӗ.
Чӑваш чӗлхи, культури тата литератури эрнинче вулавӑшра ытти мероприяти те йӗркеленӗ-ха вулавӑшсем.
В.Е. Маринова шкул ачисемпе ирттернӗ тӗлпулура тӑван тӑрӑх историйӗ, чӑваш чӗлхи тата литератури ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Ачасене вулавӑш ӗҫченӗ авалхи йӑла-йӗркепе те паллаштарнӑ, халӑх юррисем, шутламаллисем пирки каласа кӑтартнӑ.
Вулавӑшри урокра Иван Яковлевӑн «Михала» калавне те вуланӑ. Кайран Виктория Евграфовна ачасемпе «Сторона моя Чебоксарская» ятпа викторина ирттернӗ.
Ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче «Пӗтӗм чӑвашсен диктанчӗ» акци иртрӗ. Кӑҫалхипе вӑл тӑваттӑмӗш хут йӗркеленчӗ.
Патӑрьел районӗн администрацийӗн вӗрентӳ, ҫамрӑксен политикин, физкультурӑпа спорт управленийӗн хушӑвӗпе килӗшӳллӗн районти чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсемпе вӗренекенсем те «Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ – 2016» акцине хутшӑннӑ.
Вӑтам тата пӗтӗмӗшле тӗп пӗлӳ паракан шкулсенчи чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсем ертсе пынипе районта пурӗ 635-ӗн, вӑл йышра вӗрентекенсем 14, 6–11-мӗш классенче вӗренекенсем ҫырнӑ. «Пиллӗк» паллӑ илнисем кӑҫалхи ҫул 204 пулнӑ. «Тӑваттӑ» палла 239-ӑн, «Виҫҫӗ» палла 179-ӑн тивӗҫнӗ. Пӗлтӗр ҫак акцине 543 ҫын хутшӑннӑ, вӗсенчен «Пиллӗк» илнисем 169-ӑн пулнӑ.
Патӑрьелӗнчи 2-мӗш вӑтам шкулта пурӗ 104 ҫын чӑвашла диктант ҫырма кӑмӑл тунӑ. Ҫавӑн пекех Сӑкӑт вӑтам шкулӗнче 65-ӗн ҫырнӑ (ертӳҫӗ — Надежда Кудряшова), Ыхра Ҫырми вӑтам шкулӗнче — 63-ӗн (ертӳҫӗ — Светлана Кулакова, Аслӑ Арапуҫ вӑтам шкулӗнче — 57-ӗн (ертӳҫӗ — Алевтина Селиванова), Пӑлапуҫ Пашьел вӑтам шкулӗнче — 53 (ертӳҫӗ — Светлана Никитина).
Ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче чӑвашсем пурӑнакан пӗтӗм тӗнчери хулапа ялта «Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ» акци иртрӗ. Ҫавна май Елчӗкри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулта — алла яхӑн вӗренекен чӑваш чӗлхипе литература эрнинче «Пӗр йӑнӑшсӑр ҫыракан ача» конкурса хутшӑннӑ. Чи пултаруллӑ ачасем йӑнӑшсӑр ҫырма пултарнине тӗрӗсленӗ.
Ӗҫсен тематики ҫӑкӑра хисеплессипе ҫыхӑннӑ.
Диктант ҫыртарни вӗренекенсен орфографи пӗлӗвӗпе хӑнӑхӑвне ҫирӗплетсе тарӑнлатать, «типлӑ» йӑнӑшсенчен хӑтарать, лексикине пуянлатать, чӑваш чӗлхин пӗлтерӗшӗ те ӳсет тесе шухӑшлаҫҫӗ тӗрӗслеве йӗркеленисем.
«Диктант тексчӗ пурне те килӗшнӗ. Халӗ ӗҫсене хакласса чӑтӑмсӑррӑн кӗтетпӗр», — тесе пӗлтереҫҫӗ Елчӗк район администрацийӗн вӗрентӳ тата ҫамрӑксен политикин пайӗнче.
Чӑвашсене ҫутта кӑларакан Иван Яковлев ячӗллӗ Чӗмпӗрти скверта Чӗмпӗр облаҫӗнчи культура ӗҫченӗсен, вӗрентекенсен тата ҫыравҫӑсен тӗлпулӑвӗ иртнӗ, вӗсем 10 сехетре пухӑннӑ. Хӗрӳллӗ сӑмахсем каланӑ хыҫҫӑн Иван Яковлев палӑкӗ умне чечек хунӑ.
Ҫак наци уявне 1992 ҫулхи ака уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Президиумӗ «Чӑваш чӗлхи кунне йӗркелесси ҫинчен» постановленипе йӗркеленӗ. Аса илтеретпӗр, Чӑваш чӗлхи кунне республикӑра чӑваш халӑхне ҫутта кӑлараканӗн, паллӑ культура ӗҫченӗн, хальхи чӑваш ҫырулӑхне хатӗрлекенӗ Иван Яковлевич Яковлевӑн ҫуралнӑ кунӗнче палӑртаҫҫӗ. Эпир пурте пӗлетпӗр — чӑваш халӑхӗн ҫутлӑхҫи тата патриархӗ Иван Яковлев темиҫе ӑру хушшинче асра юлакан ӗҫсемпе палӑракан тата ӑс-хакӑл енчен витӗмлӗ йӗр хӑваракан ҫынсен шутне кӗрет. Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи халӑхсене ҫутта кӑларас енӗпе И.Я.Яковлев историре вӑйлӑ йӗр хӑварнӑ. 50 ҫул утла вӑл ӑслӑлӑхпа вӗрентӳ ӗҫне йӗркелесе пынӑ. Ҫутта кӑларас историне вӑл наци шкулӗсем валли учительсем хатӗрлекен Чӗмпӗр шкулӗн никӗслевҫи тата ертӳҫи пек, Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи халӑхсене ҫутта кӑларас ӗҫе вӑйлӑ йӗркелекен пек, икӗ чӗлхеллӗ шкулсенче вӗренӗве ҫӗнӗлӗх кӗртекен педагог, теоретик тата практик пек кӗрсе юлнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (05.08.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 22 - 24 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лашман Степан Митрофанович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, драматургӗ ҫуралнӑ. | ||
| «Колхоз ялавӗ» (халӗ «Елчӗк Ен») хаҫатӑн пӗрремӗш кӑларӑмӗ тухнӑ. | ||
| Артемьев Александр Спиридонович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, литература критикӗ, тӑлмачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |